Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИРĚМ ÇУЛТАН ÇУРАЛНǍ "НАРСПИ"

27 марта 2008 г.

Ĕçтешсене тĕл пулатăн-и, троллейбуса ларатăн-и – пурте тенĕ пек пĕр япала çинчен калаçаççĕ: “Нарспи” мюзикл. Курнисем хавхаланса хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ, премьерăна çитейменнисем хаш сывласа ÿкĕнеççĕ. Чăваш культуринче чылайранпа кун пек пулăм пулманччĕ. Николай Казаковпа Борис Чиндыков халăха яланах хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтереççĕ, хальхинче те искусство аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртрĕç.

Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче юрăç тупма хĕн

Тĕрĕссипе, “Нарспи” пирки ку эрнере кăна мар, тахçанах калаçма пуçланă. Тăватă-пилĕк çул каяллахи интервьюрах ЧР Композиторсен союзĕн ертÿçи Николай Казаков вăрттăн ĕмĕчĕпе – мюзикл лартас шухăшĕпе паллаштарнăччĕ. Ăна Борис Чиндыков драматургпа 90-мĕш çулсенчех çырса хунă иккен. Анчах шухăша пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ çукки чăрмантарнă.

Пĕлтĕр “Нарспи” проект ЧР Президенчĕн грантне – 1 миллион тенкĕ – çĕнсе илсен çирĕм çул çÿлĕк çинче выртнă рок-оперăпа çине тăрса ĕçлеме пикеннĕ.

Чи малтан тĕп рольсене кама парасси пирки шутланă. Чăваш Ен – çĕр пин юрă кăна мар, çĕр пин юрăç çĕр-шывĕ те теме пулать-тĕр: эстрадăра куллен çĕнĕ ят илтĕнет вĕт. Анчах шăпах хальхи вăхăт кĕввисене тивĕçлĕ шайра шăрантарма пултаракан чăваш артисчĕ шыраса хăшкăлнине пытармасть Николай Казаков композитор. Опера артисчĕсемшĕн паянхи хайлавсем тем тесен те шăл çемми мар. Е хăшĕсем чăвашла пĕлмен. Аптăранă енне вăл хĕрне Сашăна, “Тин” ушкăнра юрланă Олеся Ивановăна та итлесе пăхнă. Вĕсен вăйлă сасси те тивĕçтермен. Вара Николай Нилович вунă çул каялла ача-пăча юррин республикăри “Мехел” конкурсĕнче çĕнтернĕ хĕр пĕрчине шăнкăравланă. Наталья Ильц халĕ вун виççĕри шкул ачи мар ĕнтĕ – Ф.Павлов музыка училищинче икĕ хутчен вĕреннĕ, икĕ дипломлă илĕртÿллĕ пике. Анчах Наташа хулара ÿснĕ, чăвашла пĕлмест. Çавах юрлас ăсталăхĕпе ку çитменлĕхе хупланă вăл.

Сетнер та вырăс. Александр Васильев – Раççейри, Пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ конкурс лауреачĕ. “Вăл та пирĕн куç умĕнче ÿсрĕ”, – шÿтлет Н.Казаков.

– Хамăр театрта эп Тăхтамана вылятăп, кунта ку роле кама параççĕ-ши тесе питĕ кăсăкланаттăм, – каласа парать Константин Ефремов, Оперăпа балет театрĕн артисчĕ. Филармонирен шăнкăравласа асăннă сăнар пирки сăмах пуçарсан тÿрех килĕшнĕ вăл.

– Мюзиклти Тăхтаман хама ытларах килĕшет, – пĕлтерет çĕнĕ хайлаври çĕнĕ чăваш.

Михетерпе Нарспи амăшне те опера артисчĕсем выляççĕ: Константин Москалевпа Маргарита Финогентова.

“Нарспин” тепĕр курăмлă енĕ – унта çамрăксем йышлăн хутшăнни. Ăна пĕлтĕр кăна культура институтĕнчен вĕренсе тухнă Андрей Сергеев лартнă. Ташăсене хатĕрлеме “Нота G” ушкăна Мускаври балет ăсти Евгения Устинова пулăшнă.

“Кĕвви мĕне тăрать!” – хавхаланать пĕр юлташ. Ăна камера оркестрĕ вылять. “Çавал” ушкăн юррисем те тыткăнлаççĕ.

Кĕскен, мюзикла хатĕрлеме 100 çын ытла хутшăннă, сцена çинче 50 яхăн тар тăкаççĕ. Артистсем тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ, репетицие ĕç хыççăн кăна килееççĕ – çакна шута илсен те калама çук пысăк çитĕнÿ тунă “Нарспи” авторĕсем. Çур çĕрте киле кайни те пулнă иккен.

Мюзикл е рок-опера?

– Апла та, капла та йăнăш мар, – уçăмлатать Борис Чиндыков. Çырнă чух рок-опера тенĕ. Анчах ку жанр чылайăшне, уйрăмах çамрăксене, хăратма пултарать. Мюзикл вара анлăрах пĕлтерĕшлĕ: “шоу”, “драматизм” ăнлавсене пĕлтерет. “Нарспире” вăл та, ку та пур.

К.Иванов поэми тăрăх Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартнă спектакле Б.Чиндыков Самарта 1988 çулта курнă. Вăл вăхăтшăн кивелнĕ пек туйăннă вилĕмсĕр хайлав. Сюжета тĕкĕнмесĕр çĕнĕлле çырас шухăш çавăн чухне çуралнă та.

– Кăрлач уйăхĕнче тем пулчĕ – ĕç чарăнса ларчĕ. Çырăнмасть – хăть мĕн ту. Кольăпа Атăл хĕррине уçăлма тухрăмăр. Унччен те пулмарĕ – Атнер Хусанкай шăнкăравлать. “Аттен ал çырăвĕсен хушшинче либретто тупрăм!” тет. Унпа паллашнă хыççăн ĕç кайрĕ, – каласа парать Борис Борисович.

Мюзиклта çавăн пекех П.Эйзин сăввисемпе те усă курнă.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче, Чăваш филармонийĕнче...

“Нарспи” мюзикл премьери пулчĕ. Залра пĕр пушă вырăн та çук. ЧР Президенчĕ Николай Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов, министрсем, пуçлăхсем пынă. “Чăвашсемех-и кусем?“ – пĕр тĕлĕнет, пĕр савăнать куракан сцена çинчен куçне илмесĕр. Юррисем, ташшисем, тумĕсем... – куç-пуç алчăрамалла хитре. “Класс!”, “Супер!” – туйăмне чараймаççĕ хыçалта ларакан çамрăксем.

– Ман ывăл чăвашла пĕлмест, – каласа кăтартать Константин Ефремов-Тăхтаман. – Юлташĕсене вăл мюзикла чĕннĕ. “Çавах ним те ăнланмастпăр, каймастпăр”, – хирĕçленĕ лешсем. Пур пĕр ÿкĕте кĕртнĕ. “Эх, чăвашла пĕлнĕ тĕк тата вăйлăрах пулатчĕ!” – хĕпĕртенĕ хайхисем кайран.

Ташăçăсем те малтан чăваш мюзиклĕнче хутшăнма хаваспах килĕшмен. Вăхăт иртнĕçем хăйсемех шухăшне улăштарнă. Халĕ вара “Наспире” ташланипе мăнаçланаççĕ иккен.

– Чăваш чĕлхине юратма çапларах вĕрентмелле, – терĕ Николай Федоров Президент антракт вăхăтĕнче. Мюзикла вăл “пиллĕк” паллăпа хакларĕ. Эппин, грант укçи сая кайман.

– Укçа-тенке хăнăхнă йĕркепе пурне те пĕр пек валеçмелле мар, ĕçлекене ытларах памалла, – хăй шухăшне çирĕппĕн пĕлтерчĕ Николай Васильевич малашне те çакăн йышши пулăшусем пуласса шантарса. – Паянхи пурнăç таппинчен юлас мар тесен çакăн йышши çĕнĕлĕхсем кирлĕ. Чăваш тĕнчинче хальччен кун пекки пулманччĕ.

Чăваш эстрадине йĕркелесе янă Николай Казаковпа Борис Чиндыков “Нарспи” мюзикл паянхи юрă-кĕвĕ тĕнчине кăшт хускатасса, аталанма пулăшасса шанаççĕ. Анчах чăваш эстрада юрăçисенчен пĕри те премьерăна пыманнине шута илсен...

Источник: "Тантăш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика