Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа çуралнă проект

22 марта 2008 г.

ПУШ уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче “Нарспи” мюзикл премьери иртрĕ. Сумлă куракансен хушшинче ЧР Президенчĕ Николай Федоров мăшăрĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Анатолий Шарапов, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова тата ыт.те пулчĕç.

Мюзикла сцена çине кăларас тĕлĕшпе Николай Казаков композитор, Борис Чиндыков либретто авторĕ, Андрей Сергеев режиссер, Евгения Устинова, Кристина Игнатьева хореографсем, Валерий Игнатьев аранжировщик, Валентин Федоров художник, Валентина Салихова проект илемлĕх ертÿçи ĕçленĕ.

Тĕп партисенче юрлакансем: Нарспи - Наталья Ильц, Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ, Сетнер - Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссен лауреачĕ Александр Васильев, сăмах май, вăл - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Михетер - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Константин Москалев, Нарспи амăшĕ - асăннă театрăн солистки Маргарита Финогентова, Тăхтаман - маларах асăннă театрăн солисчĕ Константин Ефремов. Çавăн пекех мюзикла “Çавал” ансамбль, “Нота “G” ташă ушкăнĕ хутшăнать.

Куракансем çĕнĕ ĕçе хавхаланса, тăвăллăн алă çупса хакларĕç. Проект авторĕ Николай Казаков композитор мюзикла сцена çине кăларма пулăшнăшăн ЧР Президентне Николай Федорова, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представительне Леонид Лебедева, ЧР культура министрне Наталья Володинăна тата ыт.те. тав турĕ. “Юратăва пула пурнăçланчĕ çак проект, - терĕ Николай Нилович. - Юратнăран пурнăç малалла тăсăлать çĕр çинче. Енчен те эпир пĕр-пĕрне сивленĕ пулсан çакнашкал пысăк ĕç пурнăçланмĕччĕ. Чăваш Енре пултаруллă çамрăксем пулнишĕн савăнатăп. Эппин, республикăн çутă малашлăхĕ пурах”.

“Нарспи” мюзикл чăваш тĕнчине çĕнĕ ĕçпе пуянлатрĕ. Çак пулăма республикăри паллă çынсем мĕнлерех хаклаççĕ-ха?

Юрий Васильев, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи:

- Музыка театрĕн историйĕнче чăвашла çырнă пĕрремĕш рок-опера ку. Авторсем ăна мюзикл теççĕ-ха. Çапах та, ман шутпа, рок-опера вăл. Мĕншĕн тесен пĕтĕм ĕç-хĕл кĕвĕпе çыхăннă. Музыка драматургийĕпе, унăн саккунĕсемпе сыпăнтарнă пулăмсене. Мюзиклта вара сăнарсем калаçаççĕ те ерипен юрра кĕрсе каяççĕ, кайран каялла тухаççĕ. Кунта калаçни çук.

Николай Казакова тахçанах пĕлетпĕр. Вăл эстрада тытăмĕпе чылай юрă çырчĕ. Халĕ вĕсене пухса, малалла аталантарса çĕнĕ ĕç сцена çине кăларчĕ. Ют çĕршывсенче ун пек жанрсем пуррине пĕлетпĕр. Халĕ вара: “Пирĕн те пур”, - теме пултаратпăр.

Питĕ килĕшрĕ мана. Чуна ыраттаракан кĕвĕ-çемĕ унта. Спектакле лайăх йĕркеленĕ.

Станислав Васильев, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ:

- Мюзиклта эпĕ Иванов йĕркисене кĕтнĕччĕ. Унăн сăмахĕсемпе усă курманни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен Нарспи пирки унран лайăхрах никам та калаймасть. Çавăнпа та Константин Ивановăн йĕркисем пулмаллахчĕ.

Юрри-кĕвви лайăх, артисчĕсем пултаруллă. Анчах та режиссер йĕркелесе çитереймен вак-тĕвек çитменлĕхсем пур. Пĕтĕмĕшле каласан, çав тери килĕшрĕ, мĕншĕн тесен чăваш кĕвви унта, ритм та пур. Çав вăхăтрах мюзиклта Европа шайне çĕклекен кĕвĕ-çемĕ. Хăть хăш çĕршыв çынни те итлесе ăнланма пултарать ăна. Паллах, “Нарспи” поэмăна вуламан çын кунти ĕç-пуçа чăваш тĕнчипе çыхăнтармасан та пултарать.

Зинаида Козлова, “Уяв” ансамбль ертÿçи:

- Чăваш культуришĕн çав тери пысăк шайри ĕç. Ку çĕнĕлĕх пирĕн тахçанах пулмалла. Хамăрăн менталитет шайĕ урăхларах-ши е урăх сăлтавпа /укçа-тенкĕ çитменни те çакăнтах кĕрет/ кая юлса пыратпăр самана таппинчен.

“Нарспи” мюзикл ытти произведенишĕн çул уçаканĕ пултăр, мĕншĕн тесен ун пек чаплă ĕçсем татах та пур-çке, вĕсене те халăх умне кăлармалла.

Валентин Абрамов, доцент:

- Тĕлĕнмелле вăйлă спектакль. “Нарспие” хальхи куçпа пăхнине ырламалла çеç. Паллах, Тăхтамана эпĕ кăштах урăхларах курасшăнччĕ: чăн чăваш пек, çĕр ĕçченĕ пек. Кунта ăна çĕнĕ чăваш пек калăпланă: урапапа ярăнса çÿрет, ĕçлемест, пĕрмаях хĕнет. Паллах, ку либретто авторĕн ирĕкĕ. Çавăнпа та эпир ăна вăрçмăпăр, мĕншĕн тесен пурнăçра çакăн пек арçынсем пуррине кăтартасшăн пулнă вăл. Халĕ самана тискерленсе кайрĕ те Тăхтаман тавра пĕтĕм киллера, шăпанана явăçтарнă автор. Поэмăра вара Тăхтаман яланах пĕччен, никама та шанмасть вăл, çавăнпах тарçă та тытмасть. Трактовкăна сивлемĕпĕр, паянхи куçпа пăхнă автор.

Çакăн пек чĕрĕ, аталануллă ĕç искусствăра питĕ кирлĕ.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика