Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чăваш мюзиклĕ сцена çине тухни - уяв"

22 марта 2008 г.

Чăваш халăх культурин аталанăвĕнче пысăк тепĕр пулăм пулчĕ, виçĕм кун, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Филармони сцени çине “Нарспи” мюзикл тухрĕ. Унăн авторĕсем - Н.Казаков композиторпа либреттăна çырнă Б.Чиндыков. Мюзикла нумай пулмасть алла диплом илнĕ Андрей Сергеев режиссер лартнă.

Нумай специалист “Нарспие” рок-опера тет. Чăн та, кунта мюзиклпа танлаштарсан вăй-хăват, хускану ытларах. Акробатика сĕмĕпе усă курса лартнă хальхи вăхăт ташшисем, эстрадăпа çуммăн тăракан опера, классика юррисем, çутă, сасă, авангард стилĕллĕ тумсем хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ.

“НАРСПИ” сюжет йĕрне улăштарман пулин те мюзикл - эпир хăнăхнă классика поэми мар, вăл пирĕн ума урăхла, çĕнĕлле тухать. Ăна силлабикăпа мар, верлибра тĕпе хурса çырнă, çав вăхăтрах П.Эйзин, П.Хусанкай çырнă сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем те пур. К.Иванов тата Б.Чиндыков тĕрлĕ саманара пурăнакан, урăхла жанрсене кăмăллакан çыравçăсем. Борис Чиндыков тарăн шухăшлăха, философие кăмăлланине, тăтăшах символ паллисемпе усă курнине калаççĕ литераторсем. Константин Ивановăн хайлавĕсенче те вăрттăн шухăш пытаннă-ха. Пур пĕр вăл “шалта”, пирĕн вăхăт драматургĕн вара - “çиелте”. Мюзиклта та çакă курăнать - Сенттисем кантăк витĕр хĕвеле пăхни, ташăçăсем шертесемпе ташлани, кустăрма кусни...

Мюзикла хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн çырнă пулсан сăнарсен паянхи çынсен прототипĕсем пулмалла. Тăхтаман /Константин Ефремов/ сăнарĕ “паянхи çынна” уйрăмах аван уçса парать. Вăл вăйне хĕрхенмесĕр тăрмашать, савăнма та пĕлет. Тăхтаман йăваш, çав вăхăтрах хăйне мĕн те пулин килĕшмесен усал та. Хуйхи-суйхине те, савăнăçне те юлташĕсемпе пайлать. Вĕсем пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ, йывăрлăхра пулăшаççĕ.

Тĕп сăнар Нарспи /Наташа Ильц/ тÿрĕ кăмăллă, хăюллă. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕ ăна качча парас тенĕ чухне вĕсен сăмахĕнчен иртмест. Сетнер /Александр Васильев/ те хĕрÿ чĕреллĕ. Туй кĕрленĕ вăхăтра тăшманран хăрамасăр Нарспие çăлма çитет вăл.

Михетерпе карчăкĕн /Константин Москалев, Маргарита Финогентова/ сăнарĕсене те аван калăпланă. Вĕсем хĕрне юратаççĕ. Ашшĕ хĕрĕн кăмăлне ăнланать, ăна телейлĕ тăвасшăн. Амăшĕ те хĕрне телей сунать, вăл унăн малашлăхĕ пирки шухăшлать, хĕрĕ ĕлккенлĕ арçынпа пĕрлешсен çителĕклĕ пурнăçпа пурăнĕ тесе ĕмĕтленет.

Наташа Головина евчĕ сăнарне ĕненмелле калăпланă. Вăл Нарспие Тăхтаманпа пĕрлештерме тăрăшса кăлăк чăххи пекех кускалать. Юмăç /Анатолий Данилов/ хăйĕн сассипе, витĕмлĕ сăмахĕсемпе пĕрре шиклентерет, тепре çÿçентерет.

Мюзикл премьери аншлагпа иртрĕ. Ăна курма ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов, министрсем, чăваш литературине, музыкине кăмăллакансем пынă. Антракт вăхăтĕнче Н.В.Федоров мюзикл ăна килĕшнине, çак проект ЧР Президенчĕн грантне чăннипех те тивĕçлĕн çĕнсе илнине каларĕ.

Эпир çавăн пекех рок-опера куракансен чунĕсенче мĕнле кăмăл çуратнине те пĕлес терĕмĕр.

В.Кузьмина, СССР халăх артистки: Мюзикл - çĕнĕлĕх, паянхи пурнăçа аван сăнлать, эмоци тĕлĕшĕнчен питĕ вăйлă тата хăюллă. Сăнарсене те питĕ лайăх калăпланă. П.Хусанкай сăввисем те илтĕнеççĕ. Вĕсемпе кунта вырăнлă усă курнă. Мана мюзикл питĕ килĕшрĕ.

В.Иванов, истори наукисен докторĕ, К.Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен фончĕн директорĕ: Мюзикл сцена çине тухнине эпĕ уяв пек йышăнатăп. Ăна аслă, вăтам çулти çынсем çеç мар, çамрăксем те хаваспах пăхĕç. Кĕвĕ питĕ чаплă, юррисене те аван юрлаççĕ. Çитменлĕхсем вăхăт иртнĕçемĕн пĕтессе шанатăп.

В.Оринов, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Митта премийĕн лауреачĕ: ЧР Президенчĕ лайăх проектсене пурнăçа кĕртме грант уйăрни малалла туртăннине пĕлтерет. Мюзикла лартнă чух ытти театрти çĕнĕлĕхсемпе усă курни сисĕнет. Н.Казаков çырнă кĕвĕ хăватлă, режиссура, сасă, çутă - йăлт килĕшÿллĕ. Кунта пач çĕнĕ сăнсемпе тĕл пулни те интереслĕ”.

А.Васильева, Александр Васильев /Сетнер/ асламăшĕ: Мăнук юрланине, вылянине итлеме Муркаш районĕнчи Пиккикасси ялĕнчен çитрĕм. Йăлтах çĕнĕлле кăтартаççĕ. “Нарспие” малтан театрта курнă, унăн содержанине пĕлнĕрен мюзиклти ĕç-пуçа ăнлантăм.

А.Николаева, филологи наукисен кандидачĕ: Театрта сăнавсем кирлех. Пĕр япаланах тĕрлĕ вăхăтра урăхла ăнланаççĕ, çĕнĕлĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Кунта символлăх нумай. Сăмахран, Нарспи пĕркенчĕк айĕнче тăни, çÿçне сапалани... Акă кунти кустăрма - телей кустăрми. Вăл çын шăпине витĕм кÿрет. Мюзиклти çитменлĕхсене профессионалсем çеç тупма пултараççĕ. Ахаль куракансемшĕн вара кунта пурте лайăх, хăй вырăнĕнче.

ЧНК президенчĕ Г.Н.Архипов: Казаковпа тахçантанпах туслă. Пирĕн эстрада вăйсăр чухне вăл мĕншĕн аталанайманнин тĕп сăлтавне тупрĕ. Ун чухне чаплă аппаратура кирлине каларĕ. Эпир ăна туянма пулăшрăмăр. Çапла майпа пирĕн эстрада - вăл тăрăшнипе вăй илчĕ. Халĕ Николай тепĕр пысăк утăм турĕ, чăваш рок-оперине пĕрремĕш хут сцена çине тăван чĕлхепе кăларчĕ.

Г.Р.Возяков, çамрăк юрăç: Мана мюзикл килĕшрĕ. Ăна пăхма та интереслĕ. Юрлани, ташлани тыткăнларĕ. Хам валли çĕнĕлĕх те нумай тупрăм. Мюзикла хутшăнма чĕнсен хаваспах килĕшĕп.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика