Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нарспи” çĕнĕлле янăрать

18 марта 2008 г.

К.В.Ивановăн “Нарспи” поэми чăваш литератури, культури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ăна критиксем тĕпчеççĕ, ÿнерçĕсем поэма сыпăкĕсем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкереççĕ, режиссерсем спектакльсем лартаççĕ. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче сцена çине мюзикл та тухĕ.

Эпир унăн авторĕсемпе - Н.Казаков композиторпа тата либреттăна çырнă Б.Чиндыков драматургпа тĕл пултăмăр.

- “Нарспи” поэма сцена çине кĕç-вĕç çĕнĕ жанрпа - мюзиклпа - тухĕ. Çав вăхăтрах ăна рок-опера тенине те илтнĕ.

Б.Чиндыков:

- Çапла, ăна мюзикл та, рок-опера та теççĕ. Эпир çырнă чухне ăна рок-опера терĕмĕр. Кунта энерги ытларах. Специалистсем те çаплах калаççĕ. Çав вăхăтрах мюзикл тени анлăрах пĕлтерĕшлĕ. Америкăра мюзикл шоуна пĕлтерет, Европăра - драматизма. Кунта та драматизм пур. “Ромеопа Джульеттăпа” “Нарспире” пĕр пеклĕх нумай. Мюзикл паянхи тематикăна та аван уçса парать. Рок-оперăпа мюзикл пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ, вĕсене уйăрмалла мар.

- Рок-оперăна К.В.Иванов “Нарспи” поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле ятарласа хатĕрлерĕр-и е мюзикл лартас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ-и?

Б.Чиндыков:

- 1988 çулта Самарта çак поэма тăрăх Чăваш академи драма театрĕ лартнă спектакле курнăччĕ. Вăл пире паянхи пурнăçшăн кивелнĕ пек туйăнатчĕ. Вара эпир ăна çĕнĕ жанрпа сцена çине кăларма шухăшларăмăр. “Нарспи” вăл - классика. Кашни ăру ăна урăхла вулать, ăнланать, хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупать. Мюзикла 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çырма тытăнтăмăр. Çак ĕç паянчченех тăсăлчĕ. Ăна халĕ мар, маларах сцена çине кăларнă пулсан ĕç вĕçнех çитмен пулĕччĕ, мĕншĕн тесен рольсене юрлакансем, ташлакансем, çутă, сасă - йăлтах урăххи, паянхи пурнăç ыйтнă пек кирлĕ. Юрлакансенех илес пулсан, халăх тата эстрада юррисем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине те шута илмелле. Сăмахран, Михетерпе Карчăкĕ опера, классика юрлаççĕ, çамрăксем хальхи вăхăт юррисене шăрантараççĕ. Мюзикла сцена çине кăларма пире мĕн кирлĕ пулнă - халĕ йăлтах тупрăмăр. Апла пулсан ăна куракан умне кăларма вăхăт çитнĕ.

- К.В.Ивановăн “Нарспийĕ” - классика. Çавăнпа та унпа асăрханса ĕçлемелле пек туйăнать. Мюзикла хатĕрленĕ чух ăна нумай улăштартăр-и?

Б.Чиндыков:

- Сюжета эпир тĕкĕнмерĕмĕр. Сцена çинче автор сăмахĕсене усă курайманран диалог ытларах кĕртрĕмĕр. П.Эйзин, П.Хусанкай çырнă сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем те пур. Петĕр Хусанкай иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çырнă юрату лирики вăл вăхăтшăн çĕнĕлĕхпе уйрăлса тăрать. Ун чухне юрату пирки Хусанкай пек уççăн каламан-ха. Эпир çакна та шута илтĕмĕр. Мюзикла хатĕрленĕ чухне сăвăсемпе кĕвве шайлаштарса çыртăмăр. Кĕвве камера оркестрĕ вылять. Балет пысăк. “Ната “G” ташă ушкăнĕ хăйĕн илемлĕ ташшисемпе, “Çавал” ушкăн юррисемпе савăнтарĕç. Çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ: мюзикла хальхи вăхăт сĕмне кĕртрĕмĕр. Сăмахран, пĕр вырăнта Тăхтаман: “Таврара çук утсем пур манăн”, - тет. Çакă унăн чаплă джип пуррине пĕлтерет. Ăна пурте ватă теме хăнăхнă, мюзиклта вăл пĕр 35-ре кăна. Тĕп сăнар - Нарспи - уçă кăмăллă, хăюллă. Вăл пуç усса çÿремест. Качча кайнă чухне те пурте илтмелле Сетнере юратнине тÿррĕн калать. Унăн трагедийĕ те шăпах тÿрĕ кăмăллă пулнипе çыхăннă. Тен, Нарспи юрама пĕлнĕ пулсан Тăхтаманпа хирĕçмĕччĕ. Упăшкине вăл наркăмăшлă кăрчама ĕçтерет. Тăхтаман хăй кĕçех вилессе сиснĕнех арăмĕпе малашне туслă пуласса калать. Нарспи хăй тĕрĕс мар утăм тунине ăнланса илет. Анчах... мĕн те пулин тума кая юлнă - упăшки кăрчамана ĕçнĕ... Çак вăхăтра пĕлĕт “Ма вĕлертĕн” тесе юрлать. Поэмăра та Михетер кăштах иккĕленнине кăтартнă. Эпир çак ене вăйлатрăмăр. Унăн карчăкĕ хĕрне лайăх пултăр тесе тăрăшать, шел те, йăнăшать. Сетнер сăнарне улăштармарăмăр. Сенттисем вара пирĕн темиçе те. Мюзикла хатĕрлес ĕçе 100 çын ытла хутшăнчĕ, сцена çине 50 яхăн тухĕ.

- Мюзикла хальхи вăхăтпа çыхăнтарса хатĕрленине калатăр. Константин Ивановăн поэминче пуянсемпе чухăнсен хушшинчи хирĕçÿлĕх тĕп вырăнта. Паян çакă актуаллă мар пек туйăнать.

Б.Чиндыков:

- Мюзиклта тĕп проблема пуянсемпе чухăнсен хушшинчи хирĕçÿлĕх мар, кунта икĕ проблемăна кăтартнă - юратупа ирĕклĕх тата йăла-йĕрке. Юрату вăл - ирĕклĕ. Çынна вăйпа савтараймастăн, ăна укçалла та туянаймастăн. Чăваш мĕн авалтан йăла-йĕркене пăхăнса пурăннă. Йăла-йĕрке пĕр енчен лайăх, тепĕр енчен сăнчăр пекех. Ăна пулах инкек пулать. Кунта укçа-тенкĕ тĕп вырăнта мар. Ашшĕ-амăшĕ те Сетнер чухăннишĕн мар, хĕрне сумлăрах çынпа пĕрлештерессишĕн тăрăшаççĕ.

- “Нарспи” мюзикл режиссерĕ кам? Тĕп рольсене камсем вылянине те пĕлес килет.

Н.Казаков:

- Мюзиклта нумай çамрăк выляни уйрăмах савăнтарать. Режиссерĕ - нумай пулмасть алла диплом илнĕ Андрей Сергеев. Вăл çак ĕçе чунпах парăнчĕ. Проектăн илемлĕх ертÿçи Валентина Салихова, çутăпа Павел Шарапов ĕçлет, костюмсене Валентин Федоров илемлетнĕ. “Ната “G” ташă ушкăнĕ хăйсен тусне Женя Устинова хореографа Мускавран чĕннĕ.

Нарспипе Сетнер сăнарĕсене Наташа Ильцпа Саша Васильев калăплаççĕ. Вĕсем пирĕн куç умĕнче ÿсрĕç тесен те тĕрĕс. Наташăна чи малтан 11 çул каялла Пуканесен театрĕ ирттернĕ “Мехел” конкурсра асăрхарăмăр. Вăл музыка училищине икĕ хут та пĕтерчĕ: пĕрре дирижер уйрăмне, тепре - эстрадăпа вокал. Саша вара юрă-ташăпа Чăваш Республикинче çеç мар, тĕрлĕ региона çитме пултарчĕ. Вăл Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссен лауреачĕ. Куракансене евчĕ сăнарĕ /Наташа Головина/ уйрăмах тыткăнласса шанатпăр. Тăхтамана Чăваш оперăпа балет театр артисчĕ Константин Ефремов, Михетере çакăнтах ĕçлекен Константин Москалев, Нарспи амăшне Маргарита Финогентова /вăл та çак театртан/ выляççĕ.

Кунта пурте хăй ирĕкĕпе пынă, профессионал артистсем çеç мар, мĕн ачаран юрă-кĕвĕпе кăсăкланнă пулин те хăйсен юратнă профессийĕпе ĕçлеменни те чылай. Мюзикла хавхаланса хатĕрлерĕмĕр.

- ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн иртнĕ конкурса “Нарспи” проекта тăратнă чухне мала тухасса шаннă-и?

Н.Казаков:

- Çак проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Мускава Раççей Культура министерствине темиçе хут çитнĕ. Анчах унта пирĕн ыйту хуравсăр юлчĕ. Çавăнпа та ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн иртнĕ конкурсра пирĕн проект мала тухни кĕтменлĕх пулчĕ.

- Мюзикла сцена çине кăларма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Президент гранчĕ тăкаксене саплаштарма çитрĕ-и?

Н.Казаков:

- Чăн та, рок-оперăна хатĕрлеме 1 миллион тенкĕ ытла кирлĕ пулчĕ. Спонсорсене тав. “Пицца-Ник” ертÿçи Н.Прокошенков 100 пин тенкĕ, “Штурман” ООО ертÿçи декораци хатĕрлеме оборудовани парса пулăшрĕç, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ /ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕ/ Л.Лебедев 1 миллион тенкĕ пама шантарчĕ.

- “Нарспи” рок-оперăпа ăçта-ăçта çитме ĕмĕтленетĕр?

Б.Чиндыков:

- Чи малтан диаспорăри чăвашсем патне, унтан Мускава çитесшĕн.

- Тавах калаçушăн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика