Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Авалхи сас” çирĕм пĕрремĕш ĕмĕршĕн те ют мар

25 января 2010 г.

Виçĕм çул Чăваш патшалăх филармонийĕнче “Нарспи” мюзиклăн премьери пулчĕ. Ăна сцена çине кăларма ЧР Президенчĕн Николай Федоровăн грантне илни пулăшрĕ. Çав пултарулăх ушкăнĕ тата тепĕр проект - “Авалхи сас” музыкăпа театрализаци программи - хатĕрленĕ, вăл та Президентăн грантне тивĕçнĕ. Чăвашсен авалхи музыка хатĕрĕсене чĕртсе тăратас тĕлĕшпе “Çавал” ансамбль никĕсĕ çинче ĕçлеме пуçланă. Камсем-ха вĕсем? Андрей Сергеев режиссер, Валентина Салихова пултарулăх ертÿçи, Николай Казаков композитор, Кристина Игнатьева хореограф, Елена Еловакова, Елена Антипова, Анна Баймоллина художниксем, Валерий Игнатьев аранжировщик тата юрă сăмахĕсен авторĕ Борис Чиндыков.

Çĕнĕ ĕç пирки Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕпе Николай Казаков композиторпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Николай Нилович, “Нарспи” мюзикл чылай вăхăт “амаланса тĕвĕленнĕ” тенĕччĕ эсир пĕр интервьюра. “Авалхи сас” пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Çич-сакăр çул каялла чăваш халăх музыка инструменчĕсен тĕпчевçи, ăсти Виктор Чернов сĕннĕччĕ çак шухăша. Анчах ĕçе кÿлĕниччен вăл мĕн тери кăткăс пуласси пирки чухламан та. Халăхăн авалхи музыка инструменчĕсем пирки Михаил Кондратьев, Виктор Чернов, Владимир Михайлов, Николай Эриванов канаш парса, пулăшса тăчĕç.

- Халĕ тĕп ĕçе - музыка инструменчĕсене хатĕрлессине - вĕçленĕ курăнать. Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв концертĕнче программăн пĕр пайĕпе паллашма пултартăмăр.

- Çавнашкал ярăмсем çиччĕ пулмалла. Вĕсем, паллах, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Пĕрисем - савăнăçлă, тепринче - тунсăхлă кĕвĕ-çемĕ тата ытти те. Инструментсем пирки çакна каламалла: эпир халĕ алла тăмра, кĕсле, сĕрме купăс, шăпăр, параппан, хÿпху, нахра, хут купăс, тăм шăхличĕ, кавал - пурĕ 21 тĕрлĕ вĕсем - тытса калама пултаратпăр.

- Ăçта хатĕрленĕ вĕсене?

- Таçта та. Малтанах хăшне-пĕрне ăсталама Шупашкартах май килет тенĕччĕ, анчах хамăрăннисен пахалăхĕ сцена çинче тивĕçтереймест. Çавăнпа Раççей Наци инструменчĕсен ăстисен ассоциацийĕпе çыхăну йĕркелеме тиврĕ. Йошкар-Олари шăпăрçăсемпе паллашрăмăр.

- Паянхи инструментсем авалхисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Вĕсем - XXI ĕмĕр хатĕрĕсем. Ĕлĕкхи пек пĕр сасăпа кăна янăрамаççĕ. Пирĕн тĕллев - авалхи кĕвĕ-çемме паянхи кун шайĕпе йышăнасси, чăваш юрри-çемминче çĕнĕ енсем тупасси, вырăсланма пуçланă ентешсене, уйрăмах çамрăксене, чăвашлăхпа кăсăклантарасси.

- Мĕнле шухăшлатăр: кая юлмарăмăр-ши?

- Тĕрĕссипе маларахах, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех пуçăнмалла пулнă çак ĕçе. Çапах ăна май килнĕ таран аталантармаллах. Сăмахран, çармăссем шăпăрçăсен конкурсне йĕркелесе янă. Эпĕ те шăпăрпа эстрадăра усă курма ĕмĕтленетĕп.

- Артистсем мĕнле йышăнчĕç çĕнĕ проекта?

- Ывăннине туймасăр ĕçлеççĕ. Вĕсенче халиччен кунашкал хавхалану пуррине туйманччĕ.

- Кураканăн та çакăн пек кăмăл çуралать. Хĕрсен ташшинче вăхăт-вăхăт ама çынсен /амазонкăсен/ сăнарĕ тухса тăрать, шăпăр сасси чуна тивмелле янăрать, сĕрме купăсĕ чĕрене канăçлăх кÿрет... Шăхличĕ тата мĕнлерех “чĕвĕлтетет”. Çĕнĕ ĕçпе хăçан туллин паллашма май пулĕ?

- “Авалхи сас” программăн премьери кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика