Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Нарспи": пĕр ĕмĕр иртсен"

18 марта 2008 г.

2007 çул чăвашлăх тĕнчинче те хăйне евĕр палăрмалла йĕр хăварчĕ. Раштав уйăхĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çине наци опери - А.Васильев композиторăн “Иван Яковлев” произведенийĕ - тухрĕ. Чăн та, наци опери чăваш сцени çинче чылайранпа янăраманнине кура ентешĕмĕрсем хапăлласа йышăнчĕç ăна. Кăçал вара чăвашлăх тĕнчи тепĕр произведенипе пуянланчĕ. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче куракан умне “Нарспи” мюзикл тухĕ. Ăна кун-çул паракансемпе - Николай Казаков композиторпа, либретто авторĕпе Борис Чиндыковпа - курса калаçма кăмăл турăмăр.

- Мюзиклăн кун-çулне эсир “Нарспи” поэма пичетленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнипе çыхăнтарнă-и?

Борис Чиндыков: Мюзикла лартасси шăпах çак юбилейпе çыхăннă. Либреттăна çырас ĕмĕт вара маларах çуралнă. 1988 çулта Чăваш патшалăх драма театрĕпе пĕрле эпир Николай Казаковпа Самар тăрăхĕнче гастрольте пултăмăр. Вĕсем ун чухне “Нарспи” спектакль кăтартатчĕç. Шăпах çавăн чухне çуралчĕ ку шухăш. Паллах, “Нарспи” драмăна хурлас ĕмĕт пулман пирĕн. Мĕншĕн тесен кашни ăру ăна хăйне майлă ăнланать. Шанатăп, тепĕр 30 çултан çĕнĕ ăру “Нарспие” тата урăхла лартĕ.

Николай Казаков: Либреттăна çырнă çулсенчех лартма пултарайман эпир, мĕншĕн тесен 80-мĕш çулсенче чăваш эстради вăй илейменччĕ-ха, ун чухне юрлама пĕлекен те пулман. Пирĕн “Нарспире” вара анлă диапазонлă сасă кирлĕ. Вăл питĕ сахал çыннăн пур. Ватă сăнарсенчи артистсем опера искусствинчи сасăпа юрлаççĕ, çамрăксем вара - эстрада çеммипе.

Мюзикл лартма артистсем çеç мар, техника шайĕ те кирлĕ. Çутăпа, сасăпа ĕçлекен çынна та Шупашкарта тупма йывăр. Çавăнпа эпир мюзикла 20 çул маларах лартма шутланă пулсан та ĕмĕте пурнăçлаймастăмăр. Çапла вара пĕчĕккĕн хатĕрленсе пынине пĕр тĕвве çыхма лайăхрах та пулчĕ. Тĕп партисене юрлакансем - Нарспипе Сетнер - те хамăр куç умĕнчех ÿсрĕç. Наталья Ильц, икĕ хутчен Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕскер /малтан дирижер уйрăмне, кайран - эстрадăпа вокал/, 4-мĕш класранпах чăвашла юрлатчĕ. Ас тăватăп, пĕрремĕш хут ирттернĕ “Мехел” конкурса хутшăннăччĕ вăл. Ун чухне хула ачисем чăвашла пачах юрлама пĕлместчĕç. Сетнер-Александр Васильев пирки те ыррине çеç калатăп. Вăл 7-8 çултанпах сцена çинче. Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссен лауреачĕ.

Ытти партисене юрлакансене те палăртса хăварам: Михетер - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Константин Москалев, Нарспи амăшĕ - асăннă театрăн солистки Маргарита Финогентова, Тăхтаман - маларах асăннă театрăн солисчĕ Константин Ефремов.

Евчĕ пирки те пĕр-икĕ сăмах палăртам. Наталья Головина сăнарлать ăна. Вăл иртнĕ çул Чăваш патшалăх университетне пĕтерчĕ. Унăн пултарулăхне пĕр конкурсра асăрхарăм эпĕ. Мюзикла “Çавал” ансамбль те, камера оркестрĕ те хутшăнать. Çавăн пекех “Нота “G” ташă ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе çамрăксене тыткăнлĕ. Мюзикла сцена çине кăларма çĕре яхăн çын тăрăшрĕ.

- Çĕнĕ ĕçе кун çути кăтартакансем пулнă май мĕнле хаклатăр мюзикла?

Борис Чиндыков: Пĕтĕмĕшле аван. Вак-тĕвек çитменлĕхсем пур, паллах, автора тивĕçтерме йывăр яланах. Лартакансем хăйсен шухăшĕсене те шута илеççĕ-çке.

Николай Казаков: Эпĕ мюзикла лайăхпа хаклатăп. Чи малтанах мана çак ĕçе çамрăксем хутшăнни савăнтарать. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, сăмахран, Нарспие 50 çулти хĕрарăм та сăнарлама пултарать. Пирĕн вара Тăхтаман та 40 çула çитеймен. Унсăр пуçне çак çынсем пурте хăйсен ирĕкĕпе сцена çине тухаççĕ. Кунта урăх професси ĕçченĕсем те пур. “Шывармань” опера лартнă чухне тĕрлĕ сферăри çынсем - рабочисем, колхозниксем, тухтăрсем - хутшăннине илтме тÿр килнĕччĕ. Шăпах çавăн пек хастар, маттур çынсем пуçтарăннă пирĕн тавра.

Пирĕн режиссер Андрей Сергеев та çамрăк. Вăл иртнĕ çул Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне пĕтернĕ. Çакăн пек пысăк ĕçе пĕрремĕш хут лартать. Евгения Устинова хореографа вара Мускавранах чĕнсе илнĕ.

- “Нарспи” мюзикл Иванов поэминчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

Борис Чиндыков: Сюжет йĕрĕнчен пăрăнман эпир. “Енчен те Иванов паян пурăннă пулсан “Нарспие” еплерех çырнă пулĕччĕ-ши?” текен шухăша шута илнĕ. Поэма йĕркисемсĕр пуçне Петĕр Хусанкай, Петр Эйзин сăввисемпе те усă курнă. Сăмахран, Петĕр Хусанкай сăввипе Николай Казаков çырнă “Эс ан хуйхăр мĕскĕн сăвăçушăн” юрра пĕтĕмĕшле илтĕмĕр. Паллах, “сăвăçушăн” вырăнне “савнийÿшĕн” терĕмĕр. Куншăн Хусанкай каçаратех пулĕ пире. Унăн иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çырнă юрату лирики питĕ вырăнлă пулчĕ.

- Аваллăха поэмăри пекех сăнланă-и? Пуянлăхпа чухăнлăх курăнать-и?

Борис Чиндыков: Аваллăха ятарласа кăтартни çук. Константин Ивановăн та палăрсах каймасть вăл. Паллах, чăваш кĕвви-çемми чылай. Вĕсене çĕнĕ йышши инструментсемпе çыртарнă та паянхи кĕвĕ пек илтĕнеççĕ.

Эпир чухăнлăхпа пуянлăха кăтартас тĕллев лартман. Пĕр енче - юратупа ирĕклĕх, тепĕр енче - йăла.

Çынна ирĕксĕрлесе юраттараймастăн. Этем яланах ирĕклĕ пулмалла. Йăла, тепĕр майлă каласан - саккун. Ăна халĕ Патшалăх Канашĕ йышăнать, пурнăçа кĕнине тĕрĕслесе тăракансем те пур. Ĕлĕк халăх хăй тытса пынă саккуна, унăн çирĕпленнĕ йăлисем пулнă, мĕншĕн тесен обществăра ун чухне те лайăх çынсемпе пĕрлех путсĕрсем те тупăннă. Пурнăçа шайлашуллă ертсе пыма кирлĕ пулнă йăла-йĕрке.

Чухăнлăхăн пĕр факторĕ кăна кунта. Нарспие ашшĕ-амăшĕ Сетнере уншăн çеç качча парасшăн пулман-çке. Тĕп сăлтавĕ чухăнлăхрах пулĕ-ха. Çапах та кĕрÿ вырăнĕнче сумлă çынна курасшăн пулнă. Михетер мюзиклта иккĕленекен çын евĕрлĕрех. Поэмăра та палăрать вăл, эпир унăн çак енне татах та вăйлатнă.

- Ытти сăнарсем еплерех?

Борис Чиндыков: Нарспи - хăюллă, никама пăхăнман, тÿрĕ чунлă хĕр. Унăн трагедийĕ суяна йышăнманнинче, вăйлă характерта. Тăхтамана та маттур кăтартнă. “Манăн утсем пур, - тет вăл. - Чи вăйлă ăйăрсем: малтан мала кайма”. Ăйăр, хальхилле каласан, джип ĕнтĕ вăл. Ивановран кăшт пăрăннă вырăн пур темелле: Тăхтаман усал çеç мар, ырă та. Нарспие саламатпа та çунтарса илет. Арăмĕн чăтăмĕ пĕтет те кăрчамана наркăмăш ярса упăшкине ĕçтерет. Лешĕ: “Атя, манса каяр иртнине. Эпĕ усал та пултăм-тăр санпа”, - тет. Нарспи пач аптраса: “Мĕн туса хутăм”, - тет. Вăл ÿкĕнет усал ĕçшĕн, анчах улăштараймасть. Драматизм ÿсет кунта. Нарспи каялла утăм тума та хирĕç мар, анчах кая юлать.

- Нарспие юлашки вăхăтра çын вĕлерекен пек хаклама пуçларĕç. Çакна шута илнĕ-и эсир?

Борис Чиндыков: Паллах. Вăл çын вĕлерес патне епле çитнине кăтартнă. К.Иванов та çавăн пекех сăнланă.

Çын вăл яланах хирĕçÿлĕхсенчен тăрать. Ырри те, усалли те пур унра. “Çын вĕлерен” тени мюзиклта та пур. “Ма вĕлертĕн? Мĕн çитмерĕ сана?” - тесе халăх, тÿпе юрлаççĕ.

- Артистсен çи-пуçĕ еплерех?

Николай Казаков: Хăйне евĕрлĕ çи-пуç вĕсен. Ку енĕпе Валентин Федоров художник ĕçленĕ. Вĕсенче чăваш сĕмĕ те пур пек. Çапах та чăваш çи-пуçĕ тесе те калаймăн. Хăйне евĕрлĕх туйăнать: хушпусем вăрăм. Çав вăхăтрах евчĕ чăн-чăн чăваш тумĕпе.

- “Нарспи” мюзикла Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕпе усă курса лартнă. Çĕнĕ ĕçе сцена çине кăларма çак укçа-тенкĕ çитрĕ-и?

Николай Казаков: Пĕтĕмĕшле 1 миллион та 200 пин тенкĕ пĕтертĕмĕр. Грантсăр пуçне спонсорсем пулăшрĕç: “Пицца-Ник” кафе ертÿçи Дмитрий Прокашенков 100 пин уйăрчĕ, “Штурман” ООО ертÿçи Петр Ларев пуçарăвĕпе декораци туса пачĕç. Тĕрĕссипе, камран пулăшу ыйтнă - пурте пулăшнă. “Нарспи” мюзиклăн çулĕ уçăлса çеç пычĕ. Эппин, уçă кăмăллă, хастар Нарспие халĕ те хисеплеççĕ халăхра. Чăн та, мюзиклăн сцена çине тухма мехелĕ çитрĕ пулĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина та чылай тăрăшрĕ. Çавăн пекех эпир Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представительне Леонид Лебедева та тав тăватпăр.

- Эппин, “Нарспи” мюзиклăн кун-çулĕ вăрăм та такăр пултăр. Тăван халăхăн юратăвне тивĕçтĕр вăл.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика