Чувашская государственная филармонияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унта вăхăтсăрлăх хуçаланать

14 марта 2008 г.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ лартнă “Нарспи” оперăна темиçе те курнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн “Нарспи” драмипе ача чухнех паллашнă. “Нарспи” мюзикл - пирĕншĕн çĕнĕлĕх, ăна халиччен лартман. Çырас шухăш вара 1988-89 çулсенчех çуралнă.

Борис Чиндыков: Н.Н.Казаковпа иксĕмĕр Чăваш академи драма театрĕн “Нарспийĕпе” пĕрле Самар облаçне кайнăччĕ. Мĕншĕн мюзикл лартас мар текен шухăш çавăн чухне çуралчĕ те.

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Унтанпа 20 çул та иртсе кайрĕ! Çапах та çав шухăш çилпе вĕçмен. Ăна çырнă, лартнă. “Нарспи” поэма 100 çул тултарнă тĕле вăл хатĕр. “Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...” - тесе пуçланать К.Иванов поэт-классикăн поэми. Ятарласа тунă тейĕн, мюзиклпа та куракансем пĕрремĕш хут çитес эрнере, пуш уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче паллашĕç.

Николай Казаков: Анчах та 20 çул каялла темиçе миллион тенкĕ пулнă пулсан та çак рок-оперăна эпир лартаймастăмăрччĕ. Ун чухне эстрадăра юрлакансем çукчĕ. Тата питĕ вăйлă сасăллă пулмалла-çке. Çавăн пекех мюзикл лартма артистсем кăна мар, техника шайĕ те, çутăпа ĕçлекен те кирлĕ. Вăл енĕпе Павел Шарапов хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист.

“Нарспи” мюзикл режиссерĕ - Андрей Сергеев. Вăл Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухнă. “Нота Джи” ташă ушкăнĕнче ташлать. Проектăн илемлĕх ертÿçи - Валентина Салихова. Мюзикла пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех вăл йĕркелесе пырать. Каласа кăтартнă тăрăх, Валентин Федоров художник /Оперăпа балет театрĕн тĕп художникĕ/ вăйлă ĕçлени палăрать. Паянхи вăхăта сăнлакан мюзиклта чăвашлăха упраса хăварма пултарнă. Ятарлă, хăйне евĕр чăваш костюмĕсем, хушпăвĕсем ахальлисенчен çÿллĕрех.

Рок-оперăна пĕтĕмпе 100 çын хутшăнать. Сцена çине 50 çын ытла тухать. “Çавал” ансамбль, камера оркестрĕ, Шупашкарти культура училищинче вĕренекенсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем /вĕсен хушшинче тухтăрсем те пур/ юрлаççĕ мюзиклта. “Пурте хăйсен ирĕкĕпе килнĕ. Никама та ирĕксĕрлемен, хистемен. Репетицисенче рок-оперăна хутшăнакансем çĕрлечченех юрлаççĕ-ташлаççĕ. Мускавран килнĕ Женя Устинова ташă лартакан балет труппипе ĕçлет. Ăна ятарласах чĕнсе илтĕмĕр.

Мюзикла ЧР Президенчĕн гранчĕпе лартнă. 1 миллион тенкĕ çитмен, спонсорсене те явăçтарнă. Калăпăр, “Пицца-ник” кафе директорĕ Д.Н.Прокошенков 100 пин тенкĕ панă. Шупашкарти “Штурман” ООО директорĕ П.А.Ларев мюзиклти декорацие тума пулăшнă.

Н.Казаков: “Нарспи” произведение халăх юратни сисĕнет. Сăмахсăрах пулăшу пама хатĕр. Пĕр-пĕр концерт валли пулсан калаçасшăн та мар, пĕр пус та ыйтса илейместĕп.

Ыр ĕçсен çулталăкне уçнă чухне “Чăваш Ен” фонд /Л.Л.Лебедев/ 1 миллион тенкĕлĕх çутă аппаратури илсе пама шантарчĕ.

Мюзиклта К.В.Ивановăн сюжетне улăштарман. Паллах, “Нарспи” çĕршывĕнчи - Пушкăртстанри - сăрт-тăва, çÿллĕ валак пуçĕнчен шăнкăр-шăнкăр юхакан шыва, Силпи чăваш ялне кураймастăн. Çавăн пекех вăрăм çивĕтлĕ, тухьяллă Нарспи те çук.

Б.Чиндыков: К.Иванов классик паян мĕнле çырнă пулĕччĕ? Çав принципа тĕпе хурса хайланă мюзикла, рок-оперăна К.Иванов, П.Хусанкай, П.Эйзин сăввисене кĕртнĕ. Хусанкайăн 1920 çулсенче çырнă юрату лирикипе анлăн усă курнă. Вăл 80 çул каяллах юрату çинчен уççăн калама пултарнă.

Мюзиклта классика шайĕнчи юрăсем. Паллах, вак-тĕвек çитменлĕхсем пур. Режиссер тепĕр майлă пăхать, çавăнпа та хăйĕн пекрех тума тăрăшни сисĕнет. Выляканĕсем ытларах çамрăксем. Оперăра Нарспие 50 çулсенчи, Сетнере 60 çулсенчи артист вылянă пулсан - кунта пурте çап-çамрăк. Чи асли те - Тăхтаман /Константин Ефремов/ кăна. Вăл 35 çулсенче. Эстрада юрăçи, сасси вăйлă. Сăнарпа питĕ килĕшсе тăрать.

Н.Казаков: Нарспипе Сетнере вылякансем куç умĕнчех ÿсрĕç. Артистсем - хула ачисем, чăвашла ирĕклĕ калаçма пултарайманнишĕн вĕсем айăплă мар. Нарспи ролĕнчи Наташа Ильца 4-мĕш класранпах паллатпăр. 11 çул каялла Пукане театрĕнче иртнĕ “Мехел” концерта хутшăннăччĕ çав хĕрача. Наташа музыка училищинчен вĕренсе тухнă, дирижер тата эстрада уйрăмĕ пĕтернĕ. Сайра тĕл пулакан сасă унăн, шăп мюзиклти Нарспи валли. Сетнер ролĕнче - Саша Васильев. Вăл 7-8 çултах юрлама, пысăк сцена çине тухма тытăннă. Пĕтĕм тĕнчери конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ. Сетнерпе Нарспи эстрада, Михетерпе арăмĕ вара опера сассипе юрлаççĕ.

Б.Чиндыков: Мюзиклти Нарспире К.Ивановăн произведенийĕнчи Нарспи характерĕ сыхланса юлнă. Пушкăрт чăвашĕсем вăйлă, хăюллă, хастар, тÿрĕ кăмăллă, вăрттăн-хĕрттĕн мар, куçран калама юратаççĕ. Пирĕн Нарспи те чăн-чăн Пушкăртстанри чăваш хĕрĕ. Суяна йышăнмасть, икĕ питленмест, тÿрĕ, уçă кăмăллă. Качча тухнă чухне йĕрет, анчах унта та пурне те илтмелле Сетнере кăна юратни пирки калать. Тăхтаманпа йăпăлтатса, “юрататăп сана” тесе суйса пурăнма та пултарнă-çке вăл.

Сетнерĕ - Пушкăрт чăвашĕ мар пулмалла, кăмăлĕпе ытла çемçе вăл.

Тăхтаман - маттур, вăйлă, ĕçчен. “Ман утсем пур”, - тет. Паянхи пуян вăл, куç умне ут тесен ĕлĕкхи вăхăтри пек лаша мар, чаплă машина тухса тăрать. Тăхтаман “учĕ” - “Мерседес” ĕнтĕ кунта.

Михетер пăртак иккĕленет. Кар тăрсах хĕрне качча памасть. Амăшĕ Нарспие çичĕ юта пама хирĕç мар.

К.Иванов произведенийĕнчи Нарспи чăн-чăн тухатмăшах çаврăнать тейĕн. Вĕрсе-сурса, пăтрата-пăтрата сарă кин яшка пĕçерет. Вилĕм яшки çĕлен пекех чашкăрса вĕрет. Мюзиклта Нарспи наркăмăшлă кăрчама ĕçтерсе вĕлерет Тăхтамана.

Рок-оперăра архаика пачах та çук. Кунта вăхăтсăрлăх хуçаланать теес килет. Пĕр енче - юратупа ирĕклĕх. Юрату ирĕклĕ пулмалла. Çынна ирĕксĕрлесе юраттарма çук. Тепĕр енче вара - йăла-йĕрке. Унран иртме çук, вăл чăн-чăн сăнчăр, тăлă пекех. Йăла-йĕрке пиркиех синкерлĕх сиксе тухать. Мюзиклта ирĕклĕ сăвă. Эпĕ сăввине, Казаков кĕввине çырнă. Ăçта сăвă, ăçта кĕвĕ - уйăрма йывăр, пĕр-пĕринпе пĕтĕçсе тăраççĕ.

Н.Казаков: “Нарспи” мюзикл шкул ачисемшĕн те интереслĕ пулмалла. Паянхи çамрăксем валли вăл. Çакăн хыççăн çĕнĕ композиторсем çуралассăн, чăваш эстрадине вăйлăрах витĕм кÿрессĕн туйăнать.

Мюзикла вилĕмсĕр “Нарспи” çĕршывĕнче - Пушкăртстанра, Мускавра тата ытти чылай çĕрте те кăтартĕç. Рок-оперăра вăхăтсăрлăх хуçаланать, ĕнерхипе те, паянхи пурнăçпа та çывăх вăл. Çĕнĕлĕх варкăшĕ сисĕнет.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика