14 марта 2008 г.
МЮЗИКЛ – тĕлĕнмелле жанр. Унта эстрада, йăла кĕвĕ-çеммин, драматургипе хореографи, опера искусствисен енĕсем сăнланаççĕ. Кунашкалли пур-и пирĕн? Тен, ăна çывăхраххи, аса илтерекен пулнă та, çапах та нумай пулмасть Чăваш патшалăх филармонийĕнче Николай Казаковăн “Нарспи” мюзиклĕпе сцена çинче паллашнă хыççăн хăюллăнах: “Вăл пирĕн те пур!” – теме пултаратпăр.
Мюзиклпа Николай Казаков композитор, Борис Чиндыков (либретто), Андрей Сергеев режиссер (2007 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне пĕтернĕ), Евгения Устинова (Мускав), Кристина Игнатьева хореографсем, Валерий Игнатьев аранжировщик, Валентин Федоров художник ĕçленĕ.
Тĕп партисене юрлакансене палăртса хăварар: Нарспи – Наталья Ильц, Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ; Сетнер – Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссен лауреачĕ Александр Васильев, сăмах май, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ; Михетер – Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Константин Москалев, Нарспи амăшĕ – асăннă театрăн солистки Маргарита Финогентова, Тăхтаман – маларах асăннă театрăн солисчĕ Константин Ефремов.
“Çавал” ансамбль те илем кÿрет çĕнĕ ĕçе. Вăл халăх юррисене шăрантарать, ташшисемпе кăмăла çĕклет. “Ната “G” ташă ушкăнĕ пирки те çавнах каламалла. Вĕсен ташшисем паянхи çамрăксемшĕн çывăхрах пулĕ.
Çак тĕрлĕ енлĕхĕн “пуххи” – мюзикл – уйрăмах çитĕнекен ăрăва, çамрăксене кăсăклантарни пĕрре те иккĕлентермест. Епле хавхаланса, тăвăллăн алă çупса тав турĕç вĕсем çĕнĕлле лартнă “Нарспи” мюзиклпа паллашнă хыççăн.
“Нарспи” мюзикл ЧР Президенчĕн грантне – пĕр миллион тенке – тивĕçнĕччĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе “çуралнă” ĕç, ман шухăшăмпа, халăх юратăвне те тивĕçĕ.
Кĕçех, мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш филармонийĕнче, Патшалăх оперăпа балет татрĕнче “Нарспи” мюзиклăн премьери пулĕ. Килсе курма васкăр. Вăл сире килĕшессе пĕрре те иккĕленместĕп.
Источник: "Тантăш"